
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Григорьевич Сорокин Шупашкарти «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексне автомобиль парнеленӗ. 120 пин ҫухрӑм чупнӑ машина - 1974 ҫулта кӑларнӑскер.
Ҫак ретро-машинӑпа Сорокинсен виҫӗ йӑхӗ ҫӳренӗ. «Тимӗр урхамах» халӗ те чупать. Халӗ вӑл ав музейре вырӑн тупнӑ.
«Москвич 412» автомобиль музейре Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсен канашӗ пулӑшнипе тупӑннӑ. Вӗсем кунта килсе курчӗҫ, вӗсене килӗшрӗ. Анчах музей умне пысӑках мар палӑк лартма сӗнчӗҫ. Тӗслӗхрен, Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ автомобиле. Эпир шырарӑмӑр та хӑвӑрт тупрӑмӑр», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «СССРта туса кӑларнӑ» музей комплексӗн ертӳҫи Николай Адёр «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне.
Машинӑна пӗр кунра Муркаш районӗнчен илсе килнӗ, сӑрланӑ. Михаил Сорокин вара музейпе паллашнӑ. Унта Совет Союзӗнче туса кӑларнӑ 5 пин ытла япала вырӑн тупнӑ. Ретро-автомобиль вара – чи пысӑккисенчен пӗри.

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫак кун Чӑваш наци музейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ.
ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци музейӗнче экспозицисем ӗҫлӗҫ: "Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии", "История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.", "Чувашия в XX веке", "Природа и человек". Тата "Сценический образ. Детали", "Герои России, какими их не видел никто", "Любовь и театр" куравсем пулӗҫ.
Кунсӑр пуҫне «Черепахи» (чӑв. «Тимӗр шапасем») ятпа коммерци куравӗ ӗҫлӗ. Музей ӑҫта вырнаҫнине аса илтерер: Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 5\2-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-41-24.

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 98 ҫул тултарать. Ҫавна май ку шӑматкун ҫак уява халалланӑ мероприятисем пуҫланӗҫ.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче В.И.Чапаев музейӗнче «Чапаев ӑҫта – унта ҫӗнтерӳ» видеокӗпер, «Шашка Чапаев» Пӗтӗм чӑвашсен турнирӗ, «Чапаев пирӗнпе» кинолектори иртӗ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Суворов мӑнукӗсем, Чапаев ачисем» канмалли кун иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара «Музей мӗнле ҫуралнӑ?» интерактивлӑ заняти пулӗ. Тепӗр кунхине К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Пушкина вулатпӑр» флешмоб йӗркелӗҫ.
Тӗп мероприятисем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ҫак кун Чӑваш наци мезейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех ҫитсе курма май пулӗ.

Чӑваш наци музейӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чаршава уҫсан» ятпа курав уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗрлӗ ҫак курав «СССР халӑх артисчӗ», «Раҫҫей халӑх артисчӗ», «Чӑваш халӑх артисчӗ», «Раҫҫей халӑх артисчӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ паллӑ артистсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарать. Экспозицире артистсен докуменчӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем, театрӑн, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, «Чӑвашкино» киностудин тата электрон кинодокументаци архивӗсен материалӗсем вырӑн тупнӑ.
Курава уҫма театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Наталия Сергеева режиссер, Вера Кузьмина, Нина Григорьева артистсем тата ыттисем пухӑннӑ. Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова курава ҫитес вӑхӑтра тата ҫӗнӗ документсемпе пуянлатасси пирки каланӑ.
Асӑнса хӑварар, «Чаршава уҫсан» курав нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлӗ.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.
Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.

Атӑл леш енче строительсем мамонт шӑлне тупнӑ. Ӗлӗкхи экспоната Чӑваш наци музейне панӑ.
Мамонт шӑлне «Старко» строительство фирми асӑрханӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне пама шухӑшланӑ. Музей экспоната хаваспах йышӑннӑ.
Строительство фирмин ӗҫченӗсем Атӑл леш енчен хӑйӑр турттарнӑ. Шӑла шӑпах ун ӑшӗнче тупнӑ. Строительство ӗҫченӗсем ку ӗлӗкхи япала тесе Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсенчен сӗнӳ ыйтнӑ. Лешсем ку мамонт шӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.
Строительсем музее унччен те экспонат парнеленӗ. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗсем бизон мӑйракине тупнӑ. Ун чухне те ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ.

Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.
Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куба Республикин Элчипе тӗл пулнӑ. Икӗ республика тачӑ ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Шупашкара Эмилио Лосада Гарсия килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл Михаил Игнатьевпа икӗ республика хушшинче ҫыхӑну йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Республикин Элчи пирӗн пата килни Чӑваш Ене ҫыхӑнӑва тата лайӑхрах аталантарма хистӗ.
Эмилио Лосада Гарсия пирӗн пата килни пысӑк чыс пулнине пӗлтернӗ. Вӑл пирӗн республикӑна тӳрех килӗштернӗ. Сӑмах май, вӑл кунта — пӗрремӗш хут. Элчӗ Раҫҫей тӗлӗшпе йышӑннӑ санкцисене яланах хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Хӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Республикӑри эндокринологи диспансерӗнче, «ВНИИР»-та, Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ.

Мускавра пурӑнакан Н.Н. Пономарев полиграфист виҫ-тӑват ҫул каялла Интернетра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ: «Хамӑн йӑх тымарӗсене шыратӑп, Шупашкарти Иевлев тата Ефремов купцасем пирки пӗлекенсене ҫырса яма ыйтатӑп». Чӑваш наци музейӗн пай пуҫлӑхӗ А.Н. Зарубин, Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пирки ҫӗнӗ выставка хатӗрленӗ май, ҫак пӗлтерӗве курсан ун «хуҫипе» калаҫнӑ. Николай Николаевич хӑй купцасен таврашӗ пулнине акӑ епле ӑнлантарнӑ: Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсен хӗрӗ Александра Талиев ботаника качча тухнӑ, вӗсен хӗрӗ Александра ман кукамай пулать». Унӑн сӑнӳкерчӗкне шырать иккен Мускав ҫынни. Вӑл Хусанта тата Шупашкарта пурӑнакан Ехрем хуҫасен тӑхӑмӗсене паллать, анчах вӗсем те, Шупашкар купцисен пурнӑҫне тӗпченӗ В.В. Орлова Ю.В. Гусаров историксем те ӑна нимпе те пулӑшайман.
Пулать ҫав ун пекки: архивсемпе музей фончӗсене айӑн-ҫийӗн пӑтрататӑн — усси ҫук, анчах кирлӗ хыпар хӑй сана шыраса ҫӳрет иккен.
...2001 ҫулта «Ехрем хуҫа» ресторан уҫнӑ май «Советская Чувашия» хаҫатра темиҫе статья пичетлеме тивнӗччӗ.

Ефремов купсасен династине пуҫарса янӑ Прокопий Ефремов ҫуралнӑранпа кӑҫал 195 ҫул ҫитет. Ҫавна май ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлать. Ӑна «Не дремли, не плошай, не обижай: Прокопий Ефремов и сыновья» ят панӑ.
Куравра купсасем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хатӗрленӗ йӑлапа паллашма май пур. Унта килекенсем хӑна пӳлӗмӗпе, ӗҫ пӳлӗмӗпе тата хӗрарӑмсен пӳлӗмӗпе паллашӗҫ. Йӑлтах ҫав вӑхӑтри сӗтел-пукан, япала, сӑнӳкерчӗксем пулӗҫ. Кивӗ кӗнекесемпе укҫа та ҫав тапхӑртиех.
Курава килнисене XIX ӗмӗрти Шупашкарпа та паллаштарӗҫ. 100 ҫула яхӑн каялла купсасем суту-илӳ тунӑ тавар та ҫавӑнтах пулӗ.
Ефремовсен ҫуртӗнчи картинӑсене курас килсен курава каймалла. Вӗсемпе Чӑваш ӳнер музейӗ паллаштарӗ.
